Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.2 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тесшӗн мар (Николай Карай)

Эп кӑн пӑхрӑм.
Эс пытартӑн
Ху куҫусене манран.
Тен, сана эп куҫӑхтартӑм?
Каҫар, куҫӑхрӑн пулсан.

Куҫусем кӑвак-иҫ сан та, —
Хире-хирӗҫ кӑн пӑхар.
Пур пӗрех эп:
"Куҫ курсан та,
Шӑл витмест-ҫке", — тесшӗн мар.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-27 22:23:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2540 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем